Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тепӗр ача пахчи пулӗ. Ҫак кунсенче экспертиза ирӗк панӑ.
Вӑл виҫҫӗмӗш микрорайонта пулӗ. Унта 180 ача ҫӳремелӗх вырӑн тӑвӗҫ. Ӗҫсене «Иско-Ч» строительство компанийӗ пурнӑҫлӗ. Ача пахчин строительстви 2022-2023 ҫулсенче пулӗ.
Аса илтерер: «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паянхи кун 4 ача пахчи ӗҫлет Унта 900 ача валли вырӑн пур. Анчах микрорайонта ҫамрӑк ҫемьесем нумай пулнӑран ку ҫителӗксӗр.
Ача пахчисенче Сӑр хӳтӗлев чикки пирки мультфильмсем хатӗрлӗҫ. Ҫапла майпа вӗсем «Сӑр хӳтӗлев чиккин страницисем тӑрӑх» онлайн-фестивале хутшӑнӗҫ.
Мультфильм хатӗрлес ӗҫ ансат мар. Унта ачасем, ашшӗ-амӑшӗ, педагогсем хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ мелпе усӑ кураҫҫӗ: пластилинографи, аппликаци, хӑйӑр анимацийӗ, ӳкерӳ… Пӗрисем сценари ҫыраҫҫӗ, теприсем сӑнарсене хатӗрлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ютуба ҫичӗ мультфильм вырнаҫтарнӑ. Тепӗр 40-е яхӑн ӗҫ кӗҫех хатӗрлесе ҫитермелле.
Канаш районӗнчи Чакаҫри «Ромашка» (чӑв. Утмӑлтурат) ача пахчине хупса хунӑ. Яланлӑха мар та, анчах вӑл 3 уйӑх ӗҫлемӗ.
Асӑннӑ ача пахчине Роспотребнадзорӑн специалисчӗсем тӗрӗслевпе пынӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем шыв пӑрӑхӗнчи шывра микробсем йышлине тупса палӑртнӑ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата кашӑк-тирӗк ҫума усӑ куракан шывра микроб виҫи 50-ран иртмелле мар иккен, Чакаҫра вара вӑл цифра 69-па танлашнӑ. Ун пек шыв санитари нормине тивӗҫтермест.
Кӑлтӑка шута илсе Роспотребнадзор специалисчӗсем суда ҫитнӗ. Суд ача пахчине 90 талӑклӑха хупса хума йышӑннӑ.
«Ковид» каникулӗсенче ача пахчисем мӗнле ӗҫлӗҫ? ЧР Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ уйрӑмӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килет. Тӗрӗсрех каласан, ачана садик кирлӗ тӗк ушкӑн ӗҫлӗ.
Кун пек йӗрке юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен пулӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ ӗҫлет тӗк ачине ача пахчине илсе кайма ирӗк пур.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпӑрлан ҫӳрекен ушкӑнах ӗҫлӗ. Халӗ ача пахчисенче ыйтӑм ирттереҫҫӗ, канмалли кунсенче миҫе ача ҫӳренине пӑхаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ пулӑшнипе республикӑри районсенче ҫӗнӗ шкулсем хӑпарӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлаҫҫӗ, маларах туса лартнӑ шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче тӗп юсавсем иртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсен тӗп тӗллевӗ вара — ачасем валли аталану условисене хӑтлӑлатасси, педагогсемшӗн – ачасене вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе ҫӑмӑллатасси.
Тӗслӗхрен, «Демографи» нацпроектӑн «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси — виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачасем валли шкул умӗнхи вӗренӳ условийӗсем туса парасси» регион проекчӗ шайӗнче Ҫӗрпӳ хулинче бассейнлӑ 240 вырӑнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать.
Объекта хӑпартакан тӗп подрядчик «ПМК-8» ТМЯП шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн кунта бассейн, юрӑ-кӗвӗ урокӗсен залӗ, акт тата вӑй-хал культурин залӗсем, кружок занятийӗсем ирттермелли пӳлӗм, компьютер класӗ, медицина кабинечӗ тата административлӑ пӳлӗмсем хута яма палӑртнӑ. Ачасемшӗн канмалли тата аталантармалли мӗн пур условисене туса парӗҫ.
Паянхи кун тӗлне объектра 120 яхӑн ҫын вӑй хурать. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш хутсенче шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вентиляцине вырнаҫтарас ӗҫ малалла пырать.
Патӑрьел районӗнчи шкулсемпе ача пахчисенче вахтёрсем вырӑнне уйрӑм ҫынсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Вырӑнти прокуратура Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулсенче, Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкулта тата асӑннӑ ялти Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулта, «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) тата «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчисенче тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденисенче вахтёрсемпе хуралҫӑсем ӗҫленине палӑртнӑ. Саккуна пӑхӑнса ӗҫлес пулсан вӗсенчи йӗркелӗхе хурал организацийӗсен тытса тӑмалла.
Прокуратура суда ҫитнӗ, суд та надзор органӗпе килӗшнӗ. Кӑлтӑка ҫулталӑк хушшинче пӗтерме хушнӑ. Патӑрьел район администрацийӗ тата шкулсемпе ача пахчисен ертӳҫисем уйрӑм ҫынсен хурал организацийӗсен, Росгвардин е ведомствӑлла мар хурал органӗсен ӗҫченӗсене хурала тӑратма тивӗҫ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 31 шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ.
9 ача пахчинче, 16 шкулта тата 4 техникум-колледжра пӗрер ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Шупашкар районӗнчи ача пахчинче икӗ ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ: ача тата унти ӗҫчен.
Вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемипе кӗрешмелли мероприятисем хатӗрлеме предписани панӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ, ачасене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ.
Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван (чӑваш) чӗлхепе уса курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Кун пек шухӑша пӗрре мар ӗнте каланӑ. Яваплӑ чиновниксем те илткеленӗ пулӗ,анчах та халлӗхе ку енпе ӗҫлени сисӗнмеҫ.
Тен ытла шӑппӑн,е сахалтарах ҫын кун пирки каланӑ ? Нимех те мар,тепӗр хут та кун пирки ыйтса тата чӗнсе калӑпӑр. Ҫуккине хӑнӑхнӑран пулӗ ыйтаканӗ сахалтарах пулмалла. Ун пек ача сачӗсем пулма пултарассине те ӗнентерме ҫук теприсене. Пулман ун пекки Шупашкарта ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче тума тапраннӑ теҫҫӗ,кайран таҫтан чарнӑ пулмалла?
Конституци енчен илсен пулмалла темелле,анчах та пирӗн Шупашкарта "чӑваш чӗлхипе ӳстермеллисем" ҫук? Хусантах тутар чӗлхипе усӑ курса ӳстермеллисем чылай , майсене,Конституципе килӗшӳллӗн туса панӑ пулать. Шупашкарта тата мӗне пула чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли майсем туса параймаҫҫӗ ? Ҫулталӑкне темиҫе сехет,е Чӗлхе Кунӗ пирки мероприятисем ирттерни ытларах ятне туни пулнине ӑнланатӑр пулӗ? Шупашкарта чӑваш ачисем пурӑнни пирки манмалла мар .
Шупашкарти социаллӑ учрежденисене юсама кӑҫал хыснаран хулана 900 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Фейсбукра палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл рекордла сумма.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ укҫана Олег Николаев Элтепер пулӑшнипе уйӑрнине палӑртнӑ, «Эпир ӗҫленӗ вӑхӑтра кун чухлӗ укҫа уйӑрни пулман!» — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен хулари 28 вӗренӳ, культура тата спорт учрежденине юсама палӑртнӑ.
Юсамалли учрежденисен списокӗнче — 12, 27, 28, 30, 63, 24 тата 31-мӗш шкулсем, 19, 25, 41, 46, 49, 61, 74, 75, 85, 88, 48-мӗш ача пахчисем, «Березка» тата «Бригантина» уйлӑхсем, «Энергия» стадион, хушма пӗлӳ паракан 7 шкулпа культура учрежденийӗ.
«Вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ юсаса ҫӗнетессипе пирӗн ҫине пысӑк яваплӑх тиенӗ. Соцблок ертӳҫисен доклачӗсене эрнере икӗ хутран кая мар итлӗп. Ӗҫе строительство тӗрӗслевӗ тата общественниксем хакланӑ хыҫҫӑн йышӑнӑпӑр», — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗнче шкул та, ача сачӗ те пур. Апла пулсан ялӑн малашлӑхӗ пур тесе калама пулать.
«Ачасен шучӗ яланах пӗр пек пулман. Малтанхи ҫулсенче йышлӑрахччӗ. 2014 ҫулта вӗсем хӗрӗх икке ҫитнине пула икӗ ушкӑн йӗркелемелле пулчӗ», — тет иккен Инна Григорьева аслӑ воспитатель ача сачӗн кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май.
Хальхи вахӑтра кунта пӗр ушкӑн ӗҫлет. Чӑн та, унта тӗрлӗ ҫултисем ҫӳреҫҫӗ.
«Пӗр енчен ҫак пулӑмӑн йывӑрлӑхӗсем те пур, тепӗр тесен лайӑххи те ҫителӗклех — аслисем ҫине пӑхса кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ. Вӑйӑ вылятпӑр-и, физзарядка тӑватпӑр-и, юрӑ-кӗвӗ шӑрантаратпӑр-и, тӗрлӗ уяв-конкурссене хутшӑнатпӑр-и — пурте пӗрле», — сӑмахне малалла тӑснӑ аслӑ воспитатель.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра Юрий Снегопад ҫырнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем ҫинчи чӑваш тумне курсан куҫ вылять. Вӗсене педагогсен пӗчӗк коллективӗ хӑйех ҫӗлесе хатӗрленӗ. «Ҫыпӑҫуллӑ та куҫа илӗртекен тумтире тӑхӑнса пӑхсан ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫыннӑн та ачалӑха таврӑнас кӑмӑл ҫуралӗ. Инна Ивановна ҫак ӗҫре Рамзия Никитина воспитателӗн тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Вӑл хушпу, тухья тума та ӑста иккен», — хыпарланӑ хаҫатра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |